Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Нарӑсӑн 2022, 21:38

Пушкӑртстанра 1815 ҫул камерисем лартнă. Пишпӳлек районӗнче вӗсем ăçта вырнаçнă?

Пишпӳлек районӗнче фотовидеофиксаторсем ытларах пулаҫҫӗ.

Район ҫыннисен çул-йĕр правилисене пăснăшăн постановленисем илессин шанӑҫӗ пысăкланчĕ: Пишпӳлек районӗн территорийӗнче 14 фотофиксаци камерине, ҫав шутра Усак-Кичура виҫӗ камера, иккӗшне Иттихатра тата Кунаккăлта, иккӗшне Чулпанра, иккӗшне Баршра, иккӗшне Пишпÿлекре, пӗрне Аксеново—Пишпÿлек ҫулӗпе тата пӗрне Пишпÿлек—Аит ҫулӗпе лартма палӑртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: фотовидеофиксаторсем нумай авариллӗ çулсен вырӑнсенче пулӗҫ.
Районта ҫавнашкал оборудование вырнаҫтарассин тӗп тӗллевӗ - ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстересси. Тупса палӑртнӑ право пӑснисем ҫинчен калакан даннӑйсене Пишпӳлек районӗнчи ОГИБДД административлӑ йĕркене пăсни ҫинчен калакан постановленисене йышӑнма автоматла майпа параҫҫӗ. ГИБДД инспекторĕ водителе явап тыттарасси ҫинчен тӗплӗ йышӑну тума пултартӑр тесе даннӑйсен базинче йӗркене пӑснӑ видеофрагмент упранать.
Хальхи вӑхӑтра Пишпӳлек районӗнче ҫичӗ фотофиксаци ӗҫлет: Аитри Шкул урамӗнче; Тукайăн Центральная урамĕнче; Пишпÿлекри икӗ камера Центральнӑй урамра вырнаçнă; Калиновкӑри Шоссе урамӗнче; Кăрканти икӗ камера Центральная урамĕнче вырнаçнă.
Сăнӳкерчӗкĕ: https://vk.com/arturzaripov74.

Пушкӑртстанра 1815 ҫул камерисем лартнă.  Пишпӳлек районӗнче  вӗсем ăçта вырнаçнă?
Пушкӑртстанра 1815 ҫул камерисем лартнă. Пишпӳлек районӗнче вӗсем ăçта вырнаçнă?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: