Февралӗн 25-мӗшӗнче МЧС волонтерӗсем Пишпÿлекре "Асӑрханăр, газ!" акцие хутшӑнчӗҫ.
Волонтерсем газпа килте усӑ курмалли правилӑсем ҫинчен информаци буклечӗсене валеҫсе пачӗҫ.
Районӑн хисеплӗ ҫыннисем! Газпа усӑ курмалли правилӑсене аса илтеретпӗр:
- газ плитин ҫункӑчне тивертес тесен малтан ҫутнӑ шӑрпӑк тытӑр, унтан ерипен те асӑрханса газ кранне уҫӑр;
- газ чĕртсен асӑрхамасӑр ан хӑварӑр;
- асӑрхӑр, газ плити ҫинче ӑшӑнакан шӗвек горелка ҫулӑмне ан сӳнтертӗр тесе асăрхаса тăрăр;
- сӳннӗ газ горелкине асӑрхасан, ӑна каллех тивертме ан тӑрӑшӑр — ку взрыв патне илсе ҫитерме пултарать, газ паракан крана хупăр, кухньӑна лайӑх уҫӑлтарăр; мӗн пулса иртни ҫинчен аслисене пӗлтерӗр. Мерăсем йышăнăр.
ЕДДС — 112
Пушар служби — 101
Полици — 102
Васкавлă медицина пулăшăвĕ — 103
Газ авари служби — 104.
ТИМЛĔ ПУЛĂР!
Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.