Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Нарӑсӑн 2022, 11:23

МЧС çурт тăррисем çинчен юр шуса анассинчен асăрхаттарать

Çурт тăррисенче юр е пăр капланса тăнине курсан, вӗсен патне çывхармалла мар.

МЧС çурт тăррисем çинчен юр шуса анассинчен асăрхаттарать
МЧС çурт тăррисем çинчен юр шуса анассинчен асăрхаттарать

Çанталăк ăшăта пуçларӗ, юр йывăрланать. Çурт тăррисенче юр е пăр капланса тăнине курсан, вӗсен патне çывхармалла мар.

Автомобильсен хуçисене те çакнашкал çуртсем çумӗнче машинисене лартмалла мар тесе сӗнеççӗ çăлавçăсем. Çуртсене пăхса тăракан организацисене, ишӗлсе анни ан пултăр тесе, çывăх вăхăтра çурт тăррисене пăрпа юртан тасатма хушнă. Çавăн пекех министерствора сăртсемпе çырма-çатрасенче те лавинăсем пулма пултарни çинчен асăрхаттарнă. Май пур пулсан, ун пек вырăнсене çывхармалла мар.

 http://suvargazeta.ru/news/

МЧС çурт тăррисем çинчен юр шуса анассинчен асăрхаттарать
МЧС çурт тăррисем çинчен юр шуса анассинчен асăрхаттарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: