Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Нарӑсӑн 2022, 09:44

"Йӳнӗ" водитель ҫӑва патне илсе ҫитерет-и?

Пушкӑртстанра пассажир турттаракан "Ларгуссем" час-часах аварие лекеҫҫӗ.  

"Йӳнӗ" водитель ҫӑва патне илсе ҫитерет-и?
"Йӳнӗ" водитель ҫӑва патне илсе ҫитерет-и?

Пушкӑртстанра пассажир турттаракан "Ларгуссем" час-часах аварие лекеҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнăранпа республикӑра "Ларгус" автомобильсем хутшӑннипе 16 ҫул-йĕр аварийӗ пулса иртнӗ, унта 5 ҫын вилнĕ тата 25-шĕ травмӑсем вилнӗ, пӗлтерет ПР УГИБДД пресс-служби. Пӗлтӗр "Ларгус" водительсем хутшӑннипе ҫул ҫинче 15 транспорт инкекне шута илнӗ, вӗсенче 18 ҫын вилнӗ тата 131 ҫын тӗрлӗ йывӑрлӑхпа  суранланнӑ. Чи хăрушă ДТП июлӗн 2-мӗшӗнче Кушнаренкă районӗнчи "Волга" М7 федераци автоҫулĕн участокӗнче пулнă. Унта тÿрех ултӑ пассажир вилнӗ.

"Мӗншӗн тесен шăпах çак автомобилĕн хӑш-пӗр модификацийĕсем ҫичшер пассажир таран турттарма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек извозчиксене соцсетьсенче тупасси йывӑр мар. Юлашкинчен ытларах укçа ĕçлесе илес тесе нелегалсем, ҫанталӑк условийӗсене тата ывӑннине пӑхмасӑрах, кашни кун темиçе рейс тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Профилактика рейчӗсем вӑхӑтӗнче пирӗн инспекторсем "Ларгуссене" чарсан водительсем вӗсем хӑйсен хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсене илсе килеҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пассажирсем хӑйсем те ҫакна хаваспах ҫирӗплетеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пурте хӑйсене кирлӗ ҫӗре хӑвӑртрах ҫитесшӗн. Шел пулин те, пурте ҫитмеҫҫӗ", — тесе палӑртнӑ республикăри ГИБДД Управленийӗн çул-йӗр хӑрушсӑрлӑх пропагандин ушкӑнӗн ертӳҫи Линар Зиннуров.

https://resbash.ru/articles/cotsium информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР УГИБДД МВД пресс-служби

"Йӳнӗ" водитель ҫӑва патне илсе ҫитерет-и?
"Йӳнӗ" водитель ҫӑва патне илсе ҫитерет-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: