+3 °С
Уҫҫӑнах
Мартӑн 4-мӗшӗнче, Пелепей хулинче пушара сӳнтерсен, арҫынпа хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Вилнисем 1953 тата 1974 ҫулсенче ҫуралнӑ, амӑшӗпе ывӑлӗ пулнă, пӗлтернӗ ПР МЧС пресс-службинче.
Оперативлӑ даннăйсем тӑрӑх, Шапошников урамӗнче пÿрт ҫунни ҫинчен калакан информаци кăнтăрлахи 13 сехет хыҫҫӑн васкавлӑ службӑна çитнӗ. Вырӑна Раҫҫей МЧСĕ тата ытти службӑсем оперативлӑ тухса кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнта следствипе оперативлӑ ушкӑн, сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тата Раҫҫей МЧС дознавателӗ ӗҫлеççĕ. Пушар сӑлтавӗсене тата лару-тӑрӑва палӑртаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МЧС.