Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Мартӑн 2022, 11:30

Пушкӑртстанра республикăн кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли штаб йӗркеленӗ

 Регионти влаҫсен шутлав техникине инвентаризацилемелле, ҫитменнине, коммерци компанийӗсен хӑвачĕсене тара илмелле.

Пушкӑртстанра республикăн кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли штаб йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра республикăн кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли штаб йӗркеленӗ

Пушкӑрт республикинче кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе штаб йӗркеленӗ. Пушкӑртстанăн Пуҫлӑхĕ хушнипе штаб кибер хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнчи инцидентсем тӑрӑх отчетлӑх тытӑмне туса хума информаци хӑрушсӑрлӑхӗн тӗллевӗпе йӗркеленет.
Ҫав вӑхӑтрах влаҫсен атакăсене хирӗҫ тӑнине кӑна мар ыйтӑва татса памалла. Федераци СМИ ҫырнӑ тӑрӑх, РФ правительстви хӑватсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ, ҫакӑ патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсен ӗҫӗ ҫине витӗм кӳме пултарать. Регионти влаҫсен шутлав техникине инвентаризацилемелле, ҫитменнине, коммерци компанийӗсен хӑвачĕсене тара илмелле. Патшалӑх сервисӗсене упрама нумай ресурс кирлӗ: мӗне тӑраҫҫӗ видео сӑнав камерин архивӗсем кӑна, палӑртаҫҫӗ экспертсем.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра республикăн кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли штаб йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра республикăн кибер хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли штаб йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: