Районта шыв илнĕ хушăра вăйсен тата хатĕрсен тӗрӗслевӗ пулчӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнче ҫурхи шывсене ирттерессине хатӗрленмелли планпа килӗшӳллӗн шыв илнĕ вӑхӑтӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе мероприятисем ирттерме явӑҫтарнӑ вӑй-хал тата хатĕрсен тӗрӗслевӗ пулса иртнӗ.
Смотр умӗн район администрацийӗн ларӑвӗн залӗнче КЧС тата ОПБ тата çурхи шыва хирӗҫле комиссин черетлӗ анлӑ ларӑвӗ пулса иртрӗ, унта "Пишпÿлек районӗ муниципаллӑ районӗ 2022 ҫулта çурхи шывсене хӑрушлӑхсӑр ирттерсе яма хатӗрри çинчен" ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.
Районта тӑватӑ ял совечӗн территорийӗнче халӑх пурӑнакан ҫичӗ вырӑн шыв хăпарма (шыв илме) пултаракан зонӑра вырнаҫнӑ. Аит ял совечӗн пуҫлӑхӗ Расиль Гимазетдинов Аитовӑна шыв илес ҫинчен калакан информаци килнӗ чухне мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Çавăн пекех Çирĕклĕ ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров тухса каларӗ. Ситекпуç патӗнчи ГТС дамбине татса кайнă хушăра мĕн тăвасси пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Тренировка вӗҫленсен лару-тӑрӑва хутшӑнакансем çурхи шыв вӑхӑтӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе мероприятисем ирттерме явӑҫтаракан Пишпÿлек звенин хатĕрĕсемпе вăйĕсене пăхса тухрĕç. Мероприятие 29 единица техника тата 76 ҫын хутшӑннӑ. Тӗрӗслев 2022 ҫулхи ҫурхи шыва аварисӗр ирттерсе ярассипе задачӑсене татса пама хатӗр пулнине кӑтартрӗ.
Николай ЧЕРНОВ,
район администрацинчи ГОЧС тата мобилизаци хатĕрлĕхĕн секторĕн заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.