Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Мартӑн 2022, 13:25

Çурхи шыв-шур — ултавлă!

Шывпа вутран вăйли çук теççĕ, çавăнпа та сыхă пулмалла.

Çурхи шыв-шур — ултавлă!
Çурхи шыв-шур — ултавлă!

Çанталăк ăшăтса янă вăхăта, шыв-шур кайнă çĕре пирĕн хатĕр пулмалла. Çурхи шыв сиен, сăтăр тăвасран хамăрăн асăрханмалла. Хальлĕхе ирĕн-каçăн сивĕ тăрать. Апла пулин те вырăнсенче шыв юхакан çулсене, пăрăхсене юртан тасатма манмалла мар.

Шывпа вутран вăйли çук теççĕ, çавăнпа та сыхă пулмалла. Уйрăмах ачасене тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерсех тăмалла. Пирĕн, çитĕннисен, шыв-шур вăхăтĕнче вĕсене куçран вĕçертме юрамасть. Пĕве е çырма хĕррине ачасем ан пыччăр.

Часах юр хăвăрт ирĕлме тытăнĕ, çырмасем шывпа тулсан пăр çиеле хăпарать — çак вăхăтра пăр çине кĕни питĕ хăрушă! Кĕтмен инкек-синкек ан пултăр тесен кашнинех тимлĕ пулмалла. Çурхи шыв-шур — ултавлă.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Çурхи шыв-шур — ултавлă!
Çурхи шыв-шур — ултавлă!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: