Вӗсенче 12 ҫын вилнӗ тата 156 тӗрлӗрен суранланнă.
Ҫуран ҫӳрекенсем çине кĕрсе каясси республикӑри мӗнпур аварисен виҫҫӗмӗш пайӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла Пушкăртстанăн тӗп хулинче пулса иртнĕ, унта 94 ДТП ҫуран çÿрекенсем хутшăннипе пулнă, вĕсенче 4 ҫын вилнӗ тата 93 аманнă.
Уфара пулса иртнӗ аварисенче айăпĕ ытларах водительсем ҫинче выртать. 71 тĕслĕхре кĕрсе кайни автомобилистсене пула пулса кайнӑ, ҫуран ҫӳрекенсен айăпĕпе 21 авари пулнă.
Пушкăртстанăн патшалăх машина инспекцийӗ водительсемпе ҫуран ҫÿрекенсене асăрхаттарать: хӑйне ытлашши шанни, ПДД пăхăнманни тата ыттисене ним вырӑнне те хуманни час-часах инкек патне илсе ҫитерет. Тимлӗ пулӑр, хӑвӑршӑн та, ҫынсемшӗн те тӑрӑшӑр! Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнни вӑл - ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн никӗсӗ.
"МГ" информацийĕпе.