Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Мартӑн 2022, 09:11

Çурхи шыв килсе анасса хатĕр пул!

Шыв илнĕ хушăра кирлĕ пулма пултаракан çичĕ канаш.  

Çурхи шыв килсе анасса хатĕр пул!
Çурхи шыв килсе анасса хатĕр пул!

 

  • Хăвар пурăнакан вырăна лайăх тĕпчĕр, унта çурхи шыв хăпарма е ăçтан та пулин юхса анма пултарать-и. Инкек пулас хăрушлăх пулсан, эвакуаци планне халех хатĕрлĕр.
  • Метеорологи сводкисене тата МЧС пĕлтерĕвĕсене итлĕр. Çÿллĕ атă, кимĕ (вĕрсе хăпартмалли те пулин) хатĕр пулччăр. Документсемпе хаклă япаласене пĕр сумккана хурăр. Вăл алă айĕнче пултăр.
  • «Пăшăрхантаракан чемоданчик» хатĕрлĕр: унта апат-çимĕç, ĕçмелли шыв, тарусем, ăшă япаласем хурăр.
  • Сирĕн тăрăхра эвакуаци пирки пĕлтерсен ятарлă службăсене итлĕр. Инкек лекнисене пулăшăр.
  • Килтен тухса кайиччен çутта, газа, шыва сÿнтерĕр. Вăхăт пур пулсан хаклăрах япаласене пÿрт тăррине хăпартăр. Енчен те васкавлă эвакуациленмелле пулсан, вăхăта сая ан ярăр. Пурнăç тата сывлăх хаклăрах!
  • Кайран киле таврăнсан, çийĕнчех электричество ан хускатăр —проводка юсавлине тĕрĕслĕр. Газа хускатас умĕн пÿлĕме уçса сывлăша уçăлтарăр.
  • Енчен те çурхи шыв сире кĕтмен çĕртен килсе хупларĕ пулсан, çулти этажа, пÿрт тăррине хăпарăр. Инкек курни çинчен пĕрмай пĕлтерĕр: кăнтăрла шурă алшăллипе е простыньпе силлĕр, çĕрле — фонарикпе сигнал парăр.
Çурхи шыв килсе анасса хатĕр пул!
Çурхи шыв килсе анасса хатĕр пул!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: