Пишпÿлекри ача-пăча центрĕн занятийĕсенчен пĕри урамра иртнĕ.
Ачасене ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх вӗрентес ӗҫре сӑмахпа ҫеҫ ҫырлахма юрамасть. Вӗрентӳ формисене практикӑлла йӗркесене палӑртмалла: сӑнавсене, экскурсисене, тӗллевлӗн уҫӑлса ҫӳренине, вӗсен вӑхӑтӗнче ачасем ҫуран ҫӳрекенсен правилисене практикӑра вӗренме пултараҫҫӗ, ҫул-йӗр юхӑмне сӑнама, ҫул ҫинче тӗрӗс тытнипе маларах илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетме пултараҫҫӗ
Ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗн профилактика формисенчен пӗри экскурси шутланать. Паян шкул умӗнхи ушкӑнсен ачисемпе пӗрле экскурси организацилерӗмӗр, унта ачасем ҫул-йӗр паллисене ҫирӗплетрӗҫ, ҫул урлӑ тӗрӗс каҫма вӗренчӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча центрĕн социаллă сетьри страницинчен.