Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
22 Апрелӗн 2022, 14:44

Тен, ачасем пушарнăй пулĕç…

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Ача-пăча творчество центрĕнчи "Асамат кӗперӗ" ушкӑнӗнчи ачасем пушар чаҫне экскурсие кайнă.  

Тен, ачасем пушарнăй пулĕç…
Тен, ачасем пушарнăй пулĕç…

Апрелӗн 22-мӗшӗнче "Асамат кӗперӗ" ушкӑнӗнчи ачасем Пишпÿлекри пушар чаҫне экскурсие кайнă.

Ҫакӑн пек экскурсисем шкулчченхи ÿсĕмри ачасене пушар профессийӗпе ҫывӑхрах паллашма, ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхсӑр тытмалли правилӑсене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Пушар пайӗн сотрудникӗсем ачасемпе калаҫрӗҫ, пушарнӑйӑн ятарлӑ тумтирӗпе паллаштарчӗҫ. Ачасем хаваслансах пушарнӑйсен инструменчӗсене тыта-тыта пӑхрӗҫ, пушар сӳнтерекен машинӑсене пӑхрӗҫ. Нумайӑшӗ руль умӗнче ларса хӑйсене нимрен хӑраман арçынсем пек туйма пултарчӗҫ. Кун пек мероприяти кашни ачана пушар тухнин сӑлтавӗсем ҫинчен пӗлӳ илме тата васкавлӑ лару-тӑрура мĕн тумаллине пĕлме май парать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ — пирӗн ачасен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сыхласа хӑвармалли тӗп условисенчен пӗри.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Ача-пăча творчество центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

Тен, ачасем пушарнăй пулĕç…
Тен, ачасем пушарнăй пулĕç…
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: