Çутă çул
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Июлӗн 2022, 11:50

Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр

Инкек курас мар тесен правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр
Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр
  • Шыва ирхине е каçхине кĕрсен аванрах. Шыв температури 17–19 градусран сивĕрех пулмалла мар. 20 минутран ытла ишме юрамасть, ку вăхăта та тÿрех мар, 3–5 минутран ÿстерсе-хăнăхса пымалла. Шăниччен чăмпăлтатни шăнăр туртни, сывлама чарăнни, тăна çухатни патне илсе çитерме пултарать.
  • Енчен те урана шăнăр туртсан пулăшу чĕнмелле, тарăннăн сывламалла, пите шыва чикмелле. Урасене хускатмалла, шăнăр туртни иртмесен чĕпĕтмелле. Урасене туйма пуçласан ишев стильне улăштармалла, çурăм çине çаврăнмалла, урана массаж тумалла, çыран хĕрнелле ишмелле.
  • Хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн сулхăна куçмалла, унтан тин шыва кĕме юрать, мĕншĕн тесен ÿт тÿрех сивĕнни мышцăсене пĕрет, сывлава путлантарать.
  • Ятарлă пляж пулмасан шыва кĕме хăйăрлă, чăнкă мар вырăна суйласа илмелле. Пĕлмен вырăнтан сикме юрамасть: пуçпа чул е ытти япала çине тăрăнма пултаратăр.
  • Хăвăр вăя шанмасан аякка ишсе кайма юрамасть. Ывăнсан каялла таврăнмалла, канмалла. Шыв майăн ишмелле. Авăра лексен тарăннăн сывласа илсе чăммалла та хăвăрт аяккалла ишсе çиеле тухмалла;
  • Автомобиль камерисемпе, вĕрсе хăпартнă матрацсемпе е теттесемпе аяккалла ишсе кайни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
 
Яланах асăрхануллă пулăр.
 
МИХ материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.
Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр
Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: