Хурлӑхлӑ статистикӑна мэрин оперативлӑ канашлӑвӗнче инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров илсе кăтартнă.
Иртнӗ эрнере кӳлӗ-юханшывсенче 10 ҫын вилнӗ, 11 ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шыв ҫинче 24 ҫын вилнӗ — пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 38 ҫын сахалтарах, — палӑртрӗ вӑл.
Ҫынсене ҫак ыйтăва тимлеттерес тесе рейдсем иртеҫҫӗ, информацие автобуссенче, электричкӑсенче, суту-илӳ центрӗсемпе мечетьсенче хытӑ ҫыхӑнупа трансляцилеҫҫӗ, телеканалсем ҫине чупакан йӗркепе тӑратаҫҫӗ.
Фарит Гумеров пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере республикӑра оборудованиллӗ виҫӗ пляж уçнă, вӗсенчен пӗри Белорецкра. Регионта халӗ пурӗ 117 официаллӑ пляж ӗҫлет.
Хушса калар: эрнере республикӑра 245 пушар пулнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Унсӑр пуҫне Бурзян районӗнчи вӑрман пушарне фиксациленĕ тата ăна оперативлӑ пӗтернӗ.
https://resbash.ru/news