-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикӑра автобуссем хутшӑннипе 116 ДТП пулнă.
Июлӗн 26-мӗшӗнче Ведомствӑсен Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ Уфара иртнӗ. Ӗнер пулса иртнӗ рейслӑ автобуспа ДТП сӑлтавĕ пулса тӑнă. Благовар районĕнче Транзит Форд тата КамАЗ грузовик çапăннипе аварие пула 6 ҫын вилнӗ тата 18 травма илнӗ.
ПР ГИБДД МВД Управленийӗн начальникӗ полици полковникӗ Владимир Севастьянов Ространснадзор подразделенийӗсемпе пӗрле рейдсем тума, пассажирсем турттарнӑ чухне йĕркене пăснине тупсан пассажирсем турттаракан ҫынсен лицензийӗсене пăрахăçлама сӗннӗ.
"МГ" информацийĕпе.