-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртстанра августӑн 17-мӗшӗнче ирхине ирех Поляковка - Черниговка çулăн иккĕмĕш километрĕнче аварире шкул ачи вилнӗ.
"Хальхи информаци тӑрӑх, 15 ҫулхи ача, "Хендай Акцента" тытса пырса, сылтӑм кювета анса кайса, машинăна ӳпӗнтерсе янӑ. Аварире ҫул ҫитмен водитель травмӑсене пула вилнӗ. Инкек пулнӑ вырӑнта ГИБДД тата ытти служба сотрудникӗсем ӗҫлеҫҫӗ", - пӗлтернĕ ПР ГИБДД пресс-службинче.
Автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, тӑванӗн ывӑлӗ машина ҫӑраҫҫисене илнӗ те вӑл ирӗк памасӑрах тухса кайнă. Хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ ӗҫĕн лару-тӑрăвне тӗрӗслеççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: видео стоп-кадрĕ.