Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Августӑн 2022, 15:47

Раççейри вӑрман пушарӗсен масштабӗсене Путин хакланă

#владимирпутин

#владимирпутин
Раҫҫейри вӑрман пушарӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 2022 ҫулта 2021 çулхинчен 2,8 хут пӗчӗкрех. Ҫутҫанталӑк инкекӗн масштабӗсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хакланӑ, пӗлтернӗ Кремль сайтĕнче.
Раҫҫей патшалӑхӗн Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Европа пайӗнчи регионсен йышӗнче хальхи вӑхӑтра лару-тӑру кӑткӑс. Чи малтан сӑмах Рязань облаҫӗнче ҫутҫанталӑк пушарӗсем ҫинчен пырать, - палӑртнă Путин.
Маларах Раҫҫей Президенчӗ Рязань облаҫӗнчи вӑрман пушарӗсем уйрӑмах пӑшӑрхантараҫҫӗ, вут-ҫулӑм сарӑлнӑ вучахсене хӑвӑртрах пӗтермелле, тенӗ. Кунсӑр пуҫне, вӑл правительствӑна ҫунакан вырăнсене пӗтерме мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
https://lenta.ru/

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: