Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Сентябрӗн 2022, 20:52

Пушкӑртстанра мошенниксем час-часах ҫыхӑну операторӗсем тесе улталаççĕ

Пушкӑрт МВД граждансене асӑрхануллӑ пулма чӗнет.

Пушкӑртстанра мошенниксем час-часах ҫыхӑну операторӗсем тесе улталаççĕ
Пушкӑртстанра мошенниксем час-часах ҫыхӑну операторӗсем тесе улталаççĕ

Регион МВД пресс-службинче каланӑ тӑрӑх, 2021 çулпа танлаштарсан, информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса е компьютер информаци сферинче тунӑ преступленисем 10% чакнӑ. Ҫавӑн пек преступленисен тӗсӗсене уçасси 28% ытла. IT-преступленин икӗ пайне Интернет урлӑ тăваççĕ, виҫҫӗмӗшне – пластик карттӑсемпе усӑ курса, тӑваттӑмӗшне – карас ҫыхӑнӑвӗ урлӑ.
Мобильлĕ ҫыхӑну операторӗсем юлашки вӑхӑтра мошенниксем час-часах карас операторӗсем пек улталани ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ.
Мошенниксем оператор пулӑшӑвӗн службин сотрудникӗсем пек шӑнкӑравлаççĕ те паллашаҫҫӗ, абонента унăн номерне блокировкӑ тăвассипе хӑратма тытӑнаҫҫӗ. Информаци хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен экспертсем цифра гигиенин элементлӑ правилисене тытса пыма сӗнеҫҫӗ: шанчӑксӑр VPN-сервиссемпе усӑ курмалла мар, тӗрлӗ парольсемпе усӑ курмалла, ҫавӑн пекех обществӑлла вырӑнсенче харпӑр хăй е коммерци даннӑйӗсене пама уҫӑ вырӑнсемпе усӑ курмалла мар.
Пушкӑрт МВД граждансене асӑрхануллӑ пулма чӗнет.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра мошенниксем час-часах ҫыхӑну операторӗсем тесе улталаççĕ
Пушкӑртстанра мошенниксем час-часах ҫыхӑну операторӗсем тесе улталаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: