Пишпÿлек районĕнчи çынсене асăхаттарса калани.
Асра тытăр:
- хускатнă электроприборсене асӑрхамасӑр ан хӑварӑр;
- юсавсӑр электропровода асӑрхӑр, ĕçлемен электроприборсемпе, электрозеткӑсемпе усӑ ан курӑр;
- пӗр электрозеткӑна хӑватлă темиҫе электроэнерги потребительне ан чикĕр;
- пӳлӗмре уҫӑ вут ҫӑлкуҫӗсемпе (ҫурта, шӑрпӑк, факел тата ытти те) усӑ ан курӑр;
- пурӑнмалли ҫуртсемпе общежитисен хваттерӗсен пӳлӗмӗсенче пушар хӑрушсăрлӑхӗпе тата ҫӗрпе сирпӗнесрен сыхланакан япаласем тата материалсем усӑ куракан производство тата складсен тӗрлӗ пӳлӗмӗсене йӗркелеме юрамасть;
- общежитин хваттерӗсемпе пӳлӗмӗсенче газ, вӗри шӗвек тултарнӑ баллонсене усрама юрамасть;
- тӗрлӗ материалсемпе, изделисемпе, оборудованисемпе эвакуацилемелли ҫула пӳлме юрамасть;
- пусма картлашкисемпе этаж хушшинчи коридорӗсенче кладовойсене (чӑлансене) тума, ҫавӑн пекех пусма маршӗсем айӗнче тата пусма площадкисенче япаласене, сӗтел-пукансене, çунакан материалсене усрама юрамасть.
Сăнÿкерчĕкĕсем: МЧС волонтерӗсем Йăлпăлактамак ҫыннисен килĕсенчи кӑмакисене тасатмалли тата хӗллехи тапхӑра хатӗрленмелли информаци буклечӗсене валеҫсе панӑ.