Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Ноябрӗн 2022, 20:44

Вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ. Пушкӑртстанра 900 пин ытла пушар извещателӗ лартнă

Кун ҫинчен ЧС Патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров пӗлтернӗ.

Вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ. Пушкӑртстанра 900 пин ытла пушар извещателӗ лартнă
Вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ. Пушкӑртстанра 900 пин ытла пушар извещателӗ лартнă

Пушкӑртра пушар извещателĕсене пула 747 ҫын, ҫав шутра 280 ача, ҫӑлӑннӑ. Кун ҫинчен ноябрӗн 7-мӗшӗнче ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче ЧС Патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров пӗлтернӗ.
"Республикӑра панӑ пушар извещателӗсен шучӗ 900 пинрен иртнӗ, вӗсенчен республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе 460 пин мини-сирена лартнă", - пӗлтернӗ ведомство ертӳҫи.
"Паянхи кун тӗлне республикӑри пурӑнмалли фондӑн мини-сиренӑпа пуянлатмалли проценчӗ 50 процентлӑ паллӑ урлӑ каҫнă", - пӗтӗмлетнӗ Фарит Гумеров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ. Пушкӑртстанра 900 пин ытла пушар извещателӗ лартнă
Вилӗмрен ҫӑлаҫҫӗ. Пушкӑртстанра 900 пин ытла пушар извещателӗ лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: