Статистика тӑрӑх, кашни пиллӗкмӗш пушар пирус туртнӑ чухне вутпа асӑрханмасӑр тыткаланнине пула пулса иртет.
Пирус туртма палӑртнӑ вырӑн ҫукки йӗркене тӗп пӑсни пулать. Ҫӳлти этажсенчен пӑрахнӑ пирус тӗпӗсене пула хваттерсенче пушарсем час-часах тухаççĕ. Кун пек пушарсенче табак туртакансем мар, вӗсен кӳршисем хĕн кураҫҫӗ.
Трагедирен хӑтӑлас тесе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат правилисене тытса тӑрӑр:
— алкогольпе ӳсӗрӗлсен ан туртӑр;
— час çунакан япаласем тата ҫунакан шӗвек ҫывӑхӗнче ан туртӑр;
— туртма юракан вырӑнсенче кӑна туртӑр;
— шӑрпӑк ан пӑрахӑр, пирус тӗпӗсене ӑҫта килнӗ унта ан пӑрахӑр;
— шӑрпӑкпа пирус тӗпӗ ҫунмаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑсӑрланмаҫҫӗ те иккенне тĕрĕслĕр;
— шӑрпӑксене, зажигалкӑсене, сигаретсене ача-пӑча курман вырӑнта упрӑр.
Асра тытăр, пирус чӗртнӗ чухне эсир хӑвӑр сывлӑхӑра ҫеҫ мар, хӑвӑр таврари ҫынсен пурнӑҫне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкеретӗр. Табак туртакан тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсене, уйрӑмах эрехпе ӳсӗрӗлнӗ чухне, асӑрхамасӑр ан хӑварӑр. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тытса тӑрӑр!
ПР ЧС пушар профилактикин службин патшалăх комитечĕн центрĕ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.