Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
22 Ноябрӗн 2022, 20:37

Пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ
Пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ

Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата Пушкӑрт Республикин Пишпÿлек районĕн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ноябрĕн 18-мĕшĕнче йышӑннӑ комиссин черетсӗр ларӑвне пурнӑҫа кӗртес тата тивӗҫтерес тесе тата ачасем пушарсенче ан вилччĕр тесе ноябрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшĕччен пушарсене пӗтерес тӗллевпе районти ял тăрăхĕсенче профилактика ушкӑнӗсен вӑйӗпе, ҫавӑн пекех район администрацийӗн специалисчӗсен вăйĕпе пушар хӑрушсӑрлӑхĕпе профилактика ыйтӑвӗсемпе нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан вырӑна пырса курнă.
Ӗҫ вӑхӑтӗнче маларах панӑ пушар извещателӗсем пуррине, ҫав шутра вӗсен вырӑнне тĕрĕсленĕ, кирлӗ пулсан электропитанине (батарейӑсене) улӑштарнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен членӗсемпе пушара хирӗҫле инструктаж ирттернĕ, пушар хăрушсăрлăхĕпе памяткăсем валеҫсе панӑ.
Николай ЧЕРНОВ,
ГО тата ЧС секторӗн заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ
Пушар хăрушсăрлăхĕпе профилактика ĕçĕсем ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: