Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
19 Декабрӗн 2022, 20:40

"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă

Ватӑ ҫынсене резина набойка çапнă туя туянма сӗнеҫҫӗ.

"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă

Дёма ял совечӗ "Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă та памяткăсем валеҫсе панă.
Тимлӗхпе асӑрханулӑх - хӑвна ху тыткаламалли тӗп принципсем, вӗсене пӑрлă çул ҫинче ҫирӗп тытса пымалла. Пăрланнă урамри çулпа пынӑ чухне ан васкӑр, хӑвӑрт хусканусем ан тăвăр, яланах ура айне пӑхӑр; йӗри-тавра пӑхмалла пулсан, утнӑ ҫӗртех ун пек тума кирлӗ мар - чарӑнса тӑрсан аванрах. Урасене кӑшт ҫемҫетмелле, чӗркуҫҫисене хутлатмалла, кӗлетке кӑшт малалла тайӑлмалла. Хӑнӑхнӑ йӑлапа алӑсене кӗсьене чикме хӑрушӑ: ӳкнӗ чухне вӗсене кӑларса мӗнрен те пулин ярса тытма вӑхӑт пулмасса пултарать. Ватӑ ҫынсене резина набойка çапнă туя туянма сӗнеҫҫӗ.
#ВолонтёрыМЧС
#ОсторожноГололед
#СоциальнаяАктивность
#БижбулякскийРайон
#Демский
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
"Асӑрхануллӑ пулăр, пӑрлак" акцине хутшӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: