Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Декабрӗн 2022, 18:56

"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ

Ҫак кун ача садӗнче ача-пӑча травматизмне воспитанниксем хутшӑннипе сирсе ярас енӗпе профилактика мероприятийӗсем йӗркеленӗ тата ирттернӗ.

"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ

Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче Республикӑри "Тимлӗр - ачасем!" çул-йӗр правилисен Пӗрлехи кунĕ иртнӗ. Ҫак кун ача садӗнче ача-пӑча травматизмне воспитанниксем хутшӑннипе сирсе ярас енӗпе профилактика мероприятийӗсем йӗркеленӗ тата ирттернӗ.
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене, ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗн профилактикине вӗрентес тӗллевпе педагогсем тематика калаҫӑвӗсем, сюжетпа роль вӑййисем, викторинӑсем ирттернӗ, мультфильмсем пăхнă.
Вӑйӑ формипе ачасем ҫул-йӗр правилисене тепӗр хут тӗрӗсленĕ, ҫул ҫинче тата общество транспорчӗ ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене ҫирӗплетнĕ.
ПДД пĕрлехи кунĕ воспитанниксен ашшӗ-амӑшӗсене буклетсем валеҫсе панипе вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
"Умка" ача садӗнче Ҫул-йӗр правилисен пӗрлĕх кунĕ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: