Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
4 Кӑрлач 2023, 18:47

Пушкӑртстанра пурӑнакансене васкавлӑ службӑсен телефонӗсене аса илтернĕ

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен кунӗсенче Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ĕçлекен Комитечӗ васкавлӑ реагировани службисен телефонӗсене аса илтерет.

Стационарлӑ телефонпа шӑнкӑравлăр:
01 - пушар сӳнтерекенсемпе ҫӑлавҫӑсен пӗрлехи телефонӗ;
02 - полици;
03 - васкавлă пулӑшу;
04 - авари газ служби.
Телефонпа шӑнкӑравлăр:
101 - пушар сӳнтерекенсемпе ҫӑлавҫӑсен пӗрлехи телефонӗ;
102 - полици;
103 – васкавлӑ пулӑшу
104 – авари газ служби.
Комитет пресс-службинче 112 - васкавлӑ службӑсен пӗрлехи номерне астуса юлма сӗнеҫҫӗ. Ун тӑрӑх пушар хуралне, полицие, васкавлӑ медицина пулӑшӑвне, газ сетӗнчи авари службине, чрезвычайлӑ лару-тӑрура реагировани службине тата "Антитеррор" службӑна пӗлтерме, психологи пулӑшӑвне илме пулать.
112 номерлӗ шӑнкӑрава баланс пушă вӑхӑтра та шӑнкӑравлама пулать.
Васкавлӑ служба номерӗпе шӑнкӑравласан, хӑвӑр ӑҫта пурӑнни ҫинчен, ята тата телефон номерне тӗп-тӗрӗс информацие пӗлтермелле. Оператор инструкцийӗсене пӑхӑнмалла.
ПР ЧС комитечӗ васкавлӑ пулӑшу службисен телефонӗсемпе кирлӗ мар пулсан, лини йышӑнса тӑрса шӑнкӑравлама юраманнине аса илтерет, мӗншӗн тесен ҫак вӑхӑтра кама та пулин пулӑшу кирлӗ пулма пултарать.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пурӑнакансене васкавлӑ службӑсен телефонӗсене аса илтернĕ
Пушкӑртстанра пурӑнакансене васкавлӑ службӑсен телефонӗсене аса илтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: