Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
10 Кӑрлач 2023, 16:52

Пушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗ

Халӑха информацилени – ЧС условийӗсенче ӑна хӳтӗлес енӗпе пӗрремӗш утӑм.

Пушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗПушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗ
Пушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗ


Январь уйӑхӗнче Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн депутачӗсем "Халӑха тата территорисене ҫутҫанталӑкпа технологи характерӗллĕ чрезвычайлӑ лару-тӑруран хӳтӗлесси ҫинчен" саккунне пӗрремӗш вулавра йышӑнма палӑртаҫҫӗ.
– Саккун проектне халӑха пӗлтермелли системӑсене яланах хатӗр тӑнӑ чухне пӗр йӗрке туса, юсаса ҫӗнетмелли тата пулӑшу памалли йӗркене палӑртма палӑртнӑ, - пӗлтернӗ Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Ҫак тӗллевпе халӑха тата территорисене чрезвычайлӑ лару-тӑруран хӳтӗлес енӗпе организацисен тивӗҫӗсене регламентланӑ. Пӗлтерӳ системи пӗр чарӑнмасӑр та уҫҫӑн ӗҫлемелле. Пирӗн республикӑра хӑватлӑ промышленноҫ предприятийӗсем йӗркеленӗ. Ӑҫта та пулин хӑрушӑ лару-тӑру сиксе тухас пулсан, информацие ҫывӑхри территорисенче пурӑнакансене илсе ҫитермелле. Халӑха информацилени – ЧС условийӗсенче ӑна хӳтӗлес енӗпе пӗрремӗш утӑм.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗ
Пушкӑртстанра халӑха пӗлтермелли системӑсене ялан хатӗр тытаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас