Çутă çул
+13 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
1 Нарӑсӑн 2023, 20:39

Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров васкавлӑ чӗнсе калани

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров васкавлӑ чӗнсе калани
Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров васкавлӑ чӗнсе калани

Республикӑн хисеплӗ ҫыннисем! Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вилӗмлӗ пушарсен шучӗ кинет ӳснӗ. Январь уйӑхӗнче республика территорийӗнче пушар вӑхӑтӗнче 36 ҫын вилнӗ. Ку пӗлтӗрхи январьпе танлаштарсан, 3 хут нумайрах.
Трагеди тата çичĕ пушарсенче иккĕрен пуҫласа тăватă ҫын таран пӗр харӑсах вут-ҫулӑмра вилнинче: Уфара, Стерлибаш, Дюртюли, Ишимбай тата Зианчура районӗсенче.
Тата ҫакна та палӑртса хӑваратӑп: январӗн 16-мӗшӗнче "хура тунтикун" пулнă: пушар вӑхӑтӗнче пӗр талӑк хушшинче кӑна ултă ҫын вилнӗ.
Вилӗмлӗ пушарсен тӗп сӑлтавӗсем виҫҫӗ:
- пирус туртнӑ чух вутпа асӑрханусӑр тыткаланни;
- тӗрӗс мар монтажланă электрооборудование эксплуатацилени;
- кӑмакасене тӗрӗс мар эксплуатацилени.
Урамра сивӗ, нумайӑшӗ килте е верандӑра пирус туртаҫҫӗ. Ҫакӑ малтан январьти пушарсенче 13 ҫын пӗтнин сӑлтавӗ пулса тӑнă.
Трагеди ан пултӑр тесен, сӳнмен сигаретсене ан пӑрахӑр, пӳлӗмре ан туртăр!
Электросетьсене пушатӑр, хӑвăр тунӑ тата юсавсӑр электрообогревательсемпе усă ан курăр! Электрооборудовани ӗҫӗн авари режимне пула январь уйӑхӗнче пушарсенче 15 ҫын вилнӗ.
Кӑмака хутнӑ чухне тимлĕхсĕр ан хӑварӑр. Кӑмакана тӗрӗс мар хутнипе тата монтажне тĕрĕс мар тунипе январь уйӑхӗнче пушар вӑхӑтӗнче ултă ҫын çуннă.
Эрех-сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлнĕ ҫывӑх ҫыннăрсемпе пӗлӗшĕрсене, ҫавӑн пекех ачасене асӑрхамасӑр ан хӑварӑр!
Пушарсене хӑвӑр тӗллӗн сӳнтерме ан тӑрӑшӑр!
Хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле пушар вӑхӑтӗнчи алгоритма вӗренӗр. Алгоритма пӗлнӗ пулсан, нумай трагедие сирсе яма пулатчӗ.
Ҫавӑн пекех тухӑҫлӑ мера – пушар сӳнтермелли ҫурт-йӗре извещательсем лартни.
Ҫак минисиренӑсене туса хатӗрленине пула республикӑра 934 ҫын, ҫав шутра 341 ача ҫӑлӑннӑ.
Ҫапла, январӗн 10-мӗшӗнче ирхине ирех Нуриман районӗнче, пушар пӗлтерекенӗн сассинчен вӑранса, пушар вырӑнӗнчен пилĕк ҫын, ҫав шутра виçĕ ача, ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ.
Астӑвӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пăхăнмансене хӑйсене хӗрхенмен ҫынсен амӑшӗсемпе тӑванӗсен куҫҫулӗпе тулнă.
Ҫавӑнпа та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене яланах пăхăнса тӑрӑр!
Вӗсене тӑвансемпе таврари ҫынсене пӑсма ан парӑр! Пушарсемпе ҫыхӑннӑ трагедисенчен хамӑра та, ҫывӑх ҫынсене те пӗрле упраса хӑварма пултаратпӑр!
https://svetput.ru/news/common_material/2023-01-31/ekstrennoe-obraschenie-predsedatelya-gosudarstvennogo-komiteta-respubliki-bashkortostan-po-chrezvychaynym-situatsiyam-farita-gumerova-3124825

 

 

Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров васкавлӑ чӗнсе калани
Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров васкавлӑ чӗнсе калани
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: