Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Нарӑсӑн 2023, 15:00

Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă

Пушар тухсан ун ҫинчен 101 телефонпа пӗлтермелле.

Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă
Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă


2023 ҫул пуҫланнăранпа Пишпÿлек районĕнче ултă пушар пулса иртнӗ, пӗлтӗрхи ҫавнашкал тапхӑрпа танлаштарсан, тăватă пушар нумайрах, пĕр ҫын вилнӗ.
Пушарсен тӗп сӑлтавӗ кӑмака оборудованийӗпе электропроводка юсавсӑр пулни пулса юлать.
Район территорийӗнчи пушарсемпе лару-тӑрӑва ҫирӗплетнӗ тӗллевпе, 2023 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес тата Пишпÿлек районĕн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынă. Комисси ӗҫне районти ресурспа тивӗҫтерекен организацисен ертӳҫисем, ял тăрăх пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Лару результачӗсем тӑрӑх рекомендаци панӑ:
Пушарсемпе лару-тӑрӑва ҫирӗплетсе парас тата пушар вӑхӑтӗнче ҫынсем пӗтесрен хӑтарас тӗллевпе халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсем хушшинче ведомствӑсем хушшинчи рейдсене малалла тӑсмалла. Рейдсем ирттернӗ чухне ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентесси тӗп тӗллев пулса юлмалла.
Пӗччен пурӑнакан пенсионерсемпе халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене автономиллӗ пушар извещателӗсемпе тивӗҫтермелле.
Пушар ан пултӑр тесен, электроприборсене эксплуатациленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх техникин правилисене пӑхӑнмалла, вутпа асӑрхануллӑ та тимлӗ пулмалла.
Пушар тухсан ун ҫинчен 101 телефонпа пӗлтермелле.
Николай ЧЕРНОВ,
МП тата ГОЧС секторӗн заведующийӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă
Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă
Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă
Пушарсемпе лару-тӑрӑва пăхса тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: