Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Нарӑсӑн 2023, 20:59

Пушкӑрт Республикинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси

Пушкӑрт ҫӑлавҫисем ҫуртсенче пушарсен анлă сарӑлнӑ сӑлтавӗсене каланӑ.

Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен ПР комитечӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ял ҫӗрӗнче пулса иртекен пушарсен 75 проценчӗ пурӑнмалли ҫуртсенче пуҫланса каять.
"Пушарсен чи сарӑлнӑ сӑлтавӗсем - юсавсӑр электрооборудовани, электричество пралукне хупни, ӑшӑтассине тӗрӗс мар эксплуатацилени, ҫавӑн пекех чӗлӗм туртнӑ чухне вутпа асӑрханмасӑр тыткаланни", - тесе палӑртнӑ ЧС комитечӗн пресс-службинче.
Час-часах ҫакӑ палӑрать: унччен хваттерте пурӑнакансене панӑ пушар извещателĕсен питани элеменчӗн службин срокӗ вӗҫленнӗрен вĕсене хываççĕ.
"Апла пулсан, батарейка туянма тата извещателӗн сасӑ сигналӗпе улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Уйрӑм пурӑнакан кашни ҫурт хуҫин пурнӑҫра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӗлмелле тата ҫирӗп пӑхӑнмалла. Час-часах хваттерте пурӑнакансем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат правилисене пӑхӑнмаҫҫӗ, пушар тухсан тӗрӗс ӗҫлеме пӗлмеҫҫӗ", - тесе хушса хунӑ ҫӑлавҫӑсем.
https://selnivi.ru/articles/aktualno/2023-02-08/obespechenie-pozharnoy-bezopasnosti-zhilogo-fonda-respubliki-bashkortostan-3135174
Сӑнӳкерчӗкĕ: ЧС патшалӑх комитечӗн пресс-служби, архив сăнӳкерчӗкӗ.

Пушкӑрт Республикинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси
Пушкӑрт Республикинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: