Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
10 Нарӑсӑн 2023, 16:00

Пушкӑртстанри волонтерсем ҫӗр чӗтреннипе асап курнӑ çынсене пулӑшма Турцие кайнӑ

Ҫитес кунсенче Турцие Пушкӑртстанран 80 ҫӑлавҫă яраҫҫӗ.

Пушкӑртстанри волонтерсем ҫӗр чӗтреннипе асап курнӑ çынсене пулӑшма Турцие кайнӑ
Пушкӑртстанри волонтерсем ҫӗр чӗтреннипе асап курнӑ çынсене пулӑшма Турцие кайнӑ


25 пушкӑрт волонтерӗнчен тăракан шыравпа ҫӑлав команди Уфаран Турцие вырӑнти ҫынсене ҫӗр чӗтренӗвӗн хыççăнхи пулăмсене пӗтерме пулӑшас тесе кайнӑ. Пушкӑртстанӑн чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен комитечӗн представителӗсем ушкӑн йышне официаллӑ отпусксенче пулнă тата хӑйсем пулӑшу пама кӑмӑл тунӑ ҫӑлавҫӑсем кӗнине пӗлтернӗ.
Волонтерсем ишĕлчĕксем айӗнче ҫынсене шырама ятарласа вӗрентнӗ йытта командировкӑна илнӗ. Торин ятлӑ йытӑ темиҫе хутчен те ҫӑлав операцийӗсене хутшӑннӑ. Турккă енсем социаллӑ сетьсенче республика ертӳçисене тата ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Ҫитес кунсенче Турцие Пушкӑртстанран 80 ҫӑлавҫă яраҫҫӗ, палӑртнӑ республикăри ЧС комитетӗнче .
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-09/volontyory-iz-bashkortostana-otpravilis-v-turtsiyu-dlya-pomoschi-postradavshim-ot-zemletryaseniya-3136095

 

Пушкӑртстанри волонтерсем ҫӗр чӗтреннипе асап курнӑ çынсене пулӑшма Турцие кайнӑ
Пушкӑртстанри волонтерсем ҫӗр чӗтреннипе асап курнӑ çынсене пулӑшма Турцие кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: