Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Хăрушсăрлăх
3 Мартӑн 2023, 11:56

Радий Хабиров Пушкӑртстан пушар сезонне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ

Регион ертӳҫи Рослесхозпа тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫленине те палӑртнӑ.

Радий Хабиров Пушкӑртстан пушар сезонне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстан пушар сезонне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров вӑрман хуҫалӑхӗн Федераци агентствин ертӳҫипе Иван Советниковпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине ответленӗ. Пулас пушар сезонне хатӗрленес ыйтӑва сӳтсе явнӑ май вӑл 2021 ҫул вӑрман пушарӗсем тӑрӑх урок ирттернине палӑртнă, ун чухне нумай муниципалитетсенче апрельтен пуҫласа сентябрьччен пӗр ҫумӑр та ҫуман.

"Ку питӗ хӑрушӑ сезон пулнӑ. 2022 ҫул ун пек пулман. Анчах чи кирли – 2021 ҫул пире пурне те лайӑх урок вӗрентрӗ, эпир питӗ вӑйлӑ страхлама тытӑнтӑмӑр, техникӑна та туянтӑмӑр. Организациллӗ мероприятисем ирттертӗмӗр, 2022 ҫула эпир чӑнласах кӗтсе илтӗмӗр. Кӑҫал пирӗн техникӑпа ҫынсем пурте хатӗр. Республикӑра "Лесохранитель" система тата видео сӑнав системи ӗҫлет, вӑл пире пушар пуҫланнине малтанах пӗлтерсе тӑрать. Эпӗ тӗп-тӗрӗс калама пултаратӑп: республика ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑра, пушар хӑрушсӑрлӑх тапхӑрне хатӗр", - тенӗ Радий Хабиров.

Регион ертӳҫи Рослесхозпа тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫленине те палӑртнӑ.

"Ку, паллах, пирӗн партнер. Агентство наци проекчӗсене пурнӑҫлани ҫине витӗмлӗ пӑхнине эпир питӗ тав тӑватпӑр. Нацпроект тӑрӑх эпир техника сферинче самаях пысӑк пулӑшу илетпӗр, вӑрман сӑтӑрҫисемпе кӗрешес тӗлӗшпе питӗ тав тӑватпӑр. Пӗрлехи ӗҫе лайӑх йӗркеленин тӗслӗхӗсенчен пӗри пек туйӑнать мана", - тенӗ Радий Хабиров.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-02/radiy-habirov-zayavil-o-gotovnosti-bashkirii-k-predstoyaschemu-pozharoopasnomu-sezonu-3163268

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

Радий Хабиров Пушкӑртстан пушар сезонне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстан пушар сезонне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: