Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
15 Мартӑн 2023, 09:52

Пушкӑрт республикинче ҫурхи шыва мӗнле хатӗррине тӗрӗсленĕ

Кун пирки Пушкӑрт правительствин вице-премьерӗ Ирек Сагитов пӗлтернӗ.

Пушкӑрт республикинче ҫурхи шыва мӗнле хатӗррине тӗрӗсленĕ
Пушкӑрт республикинче ҫурхи шыва мӗнле хатӗррине тӗрӗсленĕ

Пуш уйăхĕн 14-мӗшӗнче республикӑра ҫурхи шыв-шур мӗнле иртесси паллӑ пулнă. Уфа патӗнче ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессине явӑҫакан пур службӑсене те РСЧС территорийӗнче республика шайӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Кун пирки "Башинформа" Пушкӑрт правительствин вице-премьерӗ Ирек Сагитов пӗлтернӗ.

Смотра 190 специалист тата 74 единицă техникӑ хутшӑннӑ. Ирек Сагитов республикӑра ҫурхи шыв-шур сарӑлма хатӗрленесси йӑлана кӗнӗ пек пулса иртекен событисене аталантармалли чи начар варианта шута илсе йӗркеленнине палӑртнӑ, ҫав вариантпа шыва путнӑ зонӑра 42 муниципалитет пӗрлӗхӗсенче 80 пин ытла ҫын пулма пултарать.

Калӑпӑр, Башгидрометцентр прогнозӗ тӑрӑх 2023 ҫулта Шуратӑлпа Уфа шывӗ ҫинче чи пысӑк кӑтартӑва нормӑран 10-15% аяларах кӗтеҫҫӗ, Урал бассейнӗнче шыв шайӗ 50-100 см ҫӳллӗш нормӑран ҫӳлерех пуласса кӗтеççĕ.

"Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрӗслев прогнозне илнӗ хыҫҫӑн эпир республикӑри çурхи шыва хирĕç комиссийӗн ларӑвӗнче хушма мероприятисем ирттерме кирлине сӳтсе явӑпӑр та 2023 ҫулхи ҫурхи шыв илнӗ тапхӑрта шыв айне пулма пултаракан муниципалитетсене ҫитерӗпӗр", - тенӗ Ирек Сагитов.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-03-14/v-bashkirii-vse-sily-i-sredstva-gotovy-k-polovodyu-3177180

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри вице-премьер Ирек Сагитов телеграм- каналӗ.

Пушкӑрт республикинче ҫурхи шыва мӗнле хатӗррине тӗрӗсленĕ
Пушкӑрт республикинче ҫурхи шыва мӗнле хатӗррине тӗрӗсленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: