Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Мартӑн 2023, 20:48

Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр

Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче каласа панӑ.

Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр

Пишпÿлек районӗнче пулас çурхи шыв тапхӑрне хатӗрленеҫҫӗ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче каласа панӑ:
"Ҫуркунне ҫитсен, чи пысӑк задачӑсенчен пӗри çурхи шыва хатӗрленме тытӑнасси. Пирӗн районта шыв айне пулакан вырӑнсем пур. Эпир çурхи шыв тапхӑрне хатӗрленнинчен ҫак ялсенче пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗпе ырлӑхӗ килет. Паян ĕç комиссийӗн шайӗнче организациллӗ ыйтусене сӳтсе явнă, ҫавӑн пекех ҫитес вӑхӑтра пӗрлехи ӗҫ планне тӗплӗ сӳтсе явнă. Кунсӑр пуҫне, кирлӗ пулсан ӗҫе явӑҫтармалли ятарлӑ техника смотрне ирттернӗ. Анчах кӑҫал вӑл кирлӗ пулмӗ тесе шанатӑп.
Май килнипе усӑ курса, шыв хăпаракан зонӑра пурӑнакан ял ҫыннисене хӑйсен пурлӑхне упраса хӑварассишӗн хӑйсем тӗллӗн тӑрӑшма чӗнетӗп. Ҫапла ҫеҫ, пӗрле ӗҫлесе, эпир пӗр шикленмесӗр çурхи шыв тапхӑрĕ витӗр тухма пултаратпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

 

Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Пишпÿлек районĕ çурхи шыва кĕтсе илме хатĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: