Азнайра районти шыв-шур комиссийӗн вырăнти ларӑвӗ пулса иртнӗ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллӑ сетьри страницисенче каласа панӑ.
Кӑҫал ҫуркунне ир килет. Синоптиксен прогнозӗ тӑрӑх ҫитес кунсенче "плюслӑ" температура ҫирӗпленет. Ку вара пулас шыв тапхӑрне хатӗрленмелли ыйту пӗрремӗш плана тухнине пӗлтерет.
Азнайра хӑрушсӑрлӑх зонине кӗрекен территорисене шыв айне тӑвасран профилактика мерисем йышӑнассине тата пӗрлехи ӗҫсене йӗркелессине сӳтсе явнă. Унта ялти халăха вӑхӑтлӑха вырнаҫтармалли пункта пӑхса тухнă, кирлӗ пулсан, кирек кам та унта кайма пултарать. Унсӑр пуҫне пӗлтӗр Азнайра шыв иртермелли пысӑк диаметрлӑ икӗ ҫӗнӗ труба лартнă, ҫавна пула ҫурхи шыва чакарма май килӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурте хатӗр. Анчах, паллах, ку пире кирлӗ ан пултăр, çурхи шыв тапхӑрӗ лӑпкӑн иртсе каясса чӗререн шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.