Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
19 Апрелӗн 2023, 11:02

Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садĕнче "Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал» курав иртнӗ.

Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал
Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садĕнче "Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал» курав иртнӗ. Ҫак курав тӗллевӗ - пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ӳкерчӗк урлӑ ачасемпе тепӗр хут аса илсе ҫирӗплетесси пулнӑ.
Интереслӗ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсенче ачасем вут-ҫулӑм мӗнле усӑ кӳнине те, вут-ҫулӑм хӑрушлӑхне те, унӑн аркатакан вӑйне те кӑтартнă, ҫынсен тимсӗрлӗхне пула инкексем патне илсе ҫитерекен лару-тӑрӑва кӑтартса панă.
Кашни ӗҫ хӑйне майлӑ та йӗркеллӗ пулнӑ. Организациленӗ курава пула ача сачӗн воспитанникӗсем хӑйсен воспитателӗсемпе ҫыншӑн вут-ҫулӑм мӗнле лару-тӑрура тус пулнине, мӗнле лару-тӑрура пирӗншӗн усӑллӑ мар, вут-ҫулӑм тӑшман пулса ан тӑтӑр тесен, мӗнле лару-тӑруран пӑрӑнмаллине сӳтсе явнă.
Ачасен ӳкерчӗкӗсем пурнӑҫри пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурне те астуса юлма пулӑшнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал
Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал
Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал
Вут-ҫулӑм - ырӑ тата усал
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: