Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Апрелӗн 2023, 11:35

Пушкӑрт ЦУРĕнче садра шашлăк ӑшалама юрать-и е çук-и пирки каласа панă

Мангалпа юнашар огнетушитель, шыв тултарнӑ витре лартмалла, кӗреҫе ал айĕнче пулмалла.

Пушкӑрт ЦУРĕнче садра шашлăк ӑшалама юрать-и е çук-и пирки каласа панă
Пушкӑрт ЦУРĕнче садра шашлăк ӑшалама юрать-и е çук-и пирки каласа панă

Аса илтеретпӗр, майăн 16-мӗшӗччен республикӑра пушара хирӗҫле уйрăм режим ӗҫлет.
Пушара хирӗҫле лару-тӑру енӗпе оперативлӑ информаци ҫинчен Пушкӑртстанри территорире ЧС республика комитечӗн председателӗ Фарит Гумеров ЦУРа каласа панӑ.
Ведомство ертӳҫи талӑкра виçĕ вӑрман пушарӗпе 20 вырăнта ҫуннӑ типӗ курӑка пӗтӗмӗшле 39 гектар лаптӑкра регистрацилени ҫинчен пӗлтернӗ. Республика Вăрман хуçалăхĕн министерствин приказӗпе апрелӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 15-мӗшӗччен вӑрмансене çÿреме тата унта транспортпа пырса кӗме чарнине аса илтернӗ.
Ҫапах та шашлăк ӑшалама юрать - хӑйсен кил участокӗнче, СНТ, пахчара е дачӑра. Анчах та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла:
– хатӗр кӑмрӑкпа усӑ курмалла;
– ҫил вӑйӗ çеккунтне пилĕк метртан ытла пулмалла мар;
– мангала ҫуртсенчен пилĕк метр ытла инçĕшне лартмалла;
– мангалран икĕ метр радиусра типӗ курӑка пуҫтармалла;
– мангалпа юнашар огнетушитель, шыв тултарнӑ витре лартмалла, кӗреҫе ал айĕнче пулмалла.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-28/v-tsur-bashkirii-rasskazali-mozhno-li-zharit-shashlyki-v-sadu-3237718

 

 

 

Пушкӑрт ЦУРĕнче садра шашлăк ӑшалама юрать-и е çук-и пирки каласа панă
Пушкӑрт ЦУРĕнче садра шашлăк ӑшалама юрать-и е çук-и пирки каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: