Хӗллехи сезона дача мӗнле хатӗрлемеллине Пушкӑрт Республикинчи Раҫҫей МЧС специалисчӗсем ӑнлантарса параҫҫӗ –
Акӑ темиҫе ансат та пӗлтерӗшлӗ правило:
Дачӑсемпе садри ҫуртсене консервациленӗ чухне вӑхӑтлӑха электричество сӳнтермелле, газ баллонӗсен вентилӗсене тачӑ хупмалла, вӗсене участокран илсе тухмалла.
Дачăра е мунчара хутса ӑшӑтмалли кӑмакасем тунӑ пулсан, ҫула тухас умӗн кӑмакари вутта сӳнтермелле те пӗтӗм кӗлне пуҫтарса хумалла. Пур питӗркӗчсене те уҫсан авантарах пулӗ. Мӑрьене хупӑр, унта юр та, ҫумӑр та ан лектӗр, анчах сывлӑш ирӗккӗн кӗтĕр.
Участока ҫӳп-ҫаппа ытти çунма пултаракан каяшсенчен тасатмалла.
Сад участокӗсем, дачӑсем, шыв-шур юхакан вырӑнсем патне каймалли ҫулсем яланах пушӑ пулмалла. Хӑрушӑ самантра ансӑр та пӳлсе хунӑ ҫул пушар техникине иртме кансӗрлеме пултарать.
Пушар пуҫланни ҫинчен пушар хуралне 101 е 112 телефонпа васкавлă пӗлтермелле. Кашни минут хаклӑ!
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан