Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Октябрӗн 2023, 15:01

Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанра " Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă.

Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă
Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанра " Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă.
Ача-пӑча аварийӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру кардиналлă мерăсене йышӑнма хистет. Пирӗн ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсем ҫинчен сводкӑсенче кашни кун ачасем хутшӑнни ҫинчен информаци пичетленсе тухать. Вӗсем тӗрлӗ çул-йӗрсенчи ДТПра пассажир, ҫуран ҫын пулса е автомототранспорт рулĕ умӗнче суранланаҫҫӗ. 2023 ҫулхи тăхăр уйӑхра Пушкӑртстан Республикин территорийӗнче 412 ДТП 16 ҫула ҫитмен ачасем хутшӑннине регистрациленӗ, вӗсенче сакăр ача вилнӗ тата 447 аманнă. Октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа эпир республикӑри Вӗренӳ тата наука министерствипе пӗрле "Тимлӗр - ачасем!» анлӑ масштаблӑ акцие хута яратпӑр.

Ку ачасен ҫул-йӗр травматизмне асӑрхаттарас енӗпе профилактика мероприятийӗсен комплексӗ пулать.
Асӑннӑ мероприятисен шайӗнче патшалӑх автоинспекцийӗ ачасен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне профилактикӑпа, ҫав шутра ҫутта тавӑрса яракан элементсемпе, ҫавӑн пекех ачасене турттарнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе тата ача-пӑча тытӑмӗсемпе усӑ курмалли тӗп ыйтусене тимлет. Акци ноябрӗн 17-мӗшӗччен тӑсӑлать.

https://vk.com/ugibddmvdrb
https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-10-27/v-bashkortostane-startovala-aktsiya-vnimanie-deti-3495412

 

Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă
Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!» акци стартланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: