Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирӗн обществӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, ача сачӗ вара - пӗрлехи организм, унта пурте, руководительтен пуҫласа техника работникӗсем таранах, пурнӑҫпа сывлӑх сыхлассишӗн, шаннӑ ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ пулмалла. Пишпÿлекри "Журавушка" ача садĕнче ҫак темӑн çивĕчлĕхне ӑнланса хӑрушсӑрлӑх культури ачисене йӗркелес тӗлӗшпе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ.
Октябрӗн 30-мӗшӗнче ача садӗнче воспитанниксемпе учреждени сотрудникӗсем вӗренӳ-тренировка туса эвакуациленӗ.
Педагогсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе чылай занятисем ирттернӗ: "Мӗншӗн пушар пулать? ", "Огнетушитель" пластилиран туни, пушар хăрушсăрлăхĕпе картинкасем сӑрлани, "Пушар сӳнтерни" йӑпану вӑййи.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640710