

#наци проекчĕ
2023 ҫулхи пушар сезонӗ хупӑннӑ май Пушкӑрт Республикинчи регион вӑрман пушарӗсене сӳнтермелли центр ӗҫченӗсем техникӑна хӗллене упранма хатӗрленме пуҫланӑ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи пушар хӑрушсӑрлӑх тапхӑрне хатӗрленмелле.
Вӑрманпа пушар центрӗн ертӳҫи Айрат Юсупов каланӑ тӑрӑх, пур машинӑсем те техобслуживани иртеҫҫӗ.
Пушкӑртстан 2014 ҫулхи апрель уйӑхӗнче федераци правительстви ҫирӗплетнӗ "Вӑрман хуҫалӑхне аталантарасси" РФ патшалӑх программине хастар хутшӑнать.
ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ пушар тапхӑрӗнче 156 вӑрман пушарне регистрациленӗ. 74-шĕ кӑна ҫутҫанталӑк факторне пула пуçланнă.
Сăнӳкерчӗкӗ: forest.bashkortostan.ru.сайтран.