Пишпÿлек район администрацийӗнче Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсем умӗн район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынипе районти терроризма хирĕç комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, право сыхлав органӗсен представителӗсем хутшӑннă.
Ларӑва хутшӑнакансем массӑллӑ ҫынсем пулакан вырăнсенче, культура, спорт тата ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенче, Çӗнӗ ҫул тата Раштав мероприятийӗсенче пурнӑҫ хăрушсăрлăхĕпе тивӗҫтермелли объектсенче, ҫавӑн пекех транспорт тата топливӑпа энергетика комплексӗсенче, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенче территори тӗлӗшӗнчен хӳтӗлессине вӑйлатма хушма мерӑсем палӑртнӑ.
Комисси ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх халӑх массӑллӑ пулнипе объектсем ҫинче территори хӳтӗлевне тивӗҫтернине тата районти лару-тӑрӑва ҫӗнӗ ҫул каникулӗ тӑршшӗпех тӑтӑшах мониторинг туса пыма йышӑну тунă.
Николай Чернов,
терроризма хирĕçле комисси секретарӗ .
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz