

#владимирпутин
Кашни ҫул декабрӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей ҫӑлавҫисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин МЧС ветеранӗсемпе личнӑй составне службӑшӑн тав туса саламланă.
"Хисеплӗ юлташсем, хаклӑ ветерансем! Сире уяв ячӗпе, Çӑлавçăсен кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп! Эпир ҫар служащийӗсемпе, сотрудникӗсемпе, МЧС гражданла специалисчӗсемпе тивӗҫлипе мăнаçланатпӑр. Эсир инкеке лекнисене пулӑшма ялан хатĕр. Хӑрушлӑха пӑхмасӑр, ҫутҫанталӑк тата техногенлă чрезвычайлӑ лару-тӑру палăрăмĕсене пӗтереттĕр. Кирек хӑҫан та, чи кӑткӑс условисенче, пӗр минут та сая ямасӑр, пĕлсе, йӗркеллӗ та тĕплĕ ӗҫлетӗр", — тенӗ вӑл.
Президент МЧС историйӗ паттӑрлӑхпа çирĕплĕх тӗслӗхӗсемпе тулли пулнине палӑртнӑ, паян Раҫҫей ҫӑлавҫисем ведомствӑн пысӑк статусӗпе авторитетне ӗҫпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1626855/2023-12-27/vladimir-putin-pozdravil-sotrudnikov-mchs-s-dnem-spasatelia