Хӗллехи юратнӑ вӑйӑсем, сӑрт ҫинчен ярӑнса анни, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмасан, хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ.
Сыхланмалли мӗнле мерӑсем йышӑнмалла?
1. Трамплинсем, тӗмескесем, йывӑҫсем е ҫул ҫинчи тӗмсем пуласран сыхланса, тӳрем те сӗвек сӑртсем кӑна суйласа илӗр.
2. Анас умӗн трасса анакан ытти ҫынсенчен пӗтӗмпех пушанса юлнине пӗлӗр.
3. Тюбингпа е "ватрушкӑсемпе" пӗрле ярӑнма сӗнмеҫҫӗ.
4. Травмӑсенчен хӑтӑлас тесе, ура ҫинче е кукленсе ан ярӑнӑр, ҫурӑмпа е пуҫпа малалла ан кайӑр.
5. Сирӗн ача виçĕ ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, ӑна 7-10 ҫул аслӑрах ачасем ярӑнакан шавлӑ сӑрт ҫинче ярӑнма ан парӑр.
6. Ачана урамӑн иртен-ҫӳрен пайне е чугун ҫул иртекен илсе каякан сӑртсем ҫинчен ярӑнма чарӑр, ку пурнӑҫшӑн мӗн тери хӑрушӑ пулнине ӑнлантарса парӑр.
7. Ачана тӗрӗс ӳкме вӗрентӗр. Унӑн пӗр ҫӗре пухӑнса "ҫӑмха" пулса пӗтӗрӗнме пӗлмелле.
8. Автомобильпе кӑкарнӑ тюбинг ҫинче ярӑнма питӗ хӑрушӑ, ун пек ҫӳреме юрамасть.
Регионти МЧС пресс-служби аса илтерет, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнни – сирӗн сывлӑхӑр никӗсӗ!