Пушарсем сиксе тухассинчен тата ҫынсене пӗтерессинчен асӑрхаттарас тӗллевпе Пишпÿлек ял тӑрӑх администрацийӗн ӗҫченӗсем МЧС представителӗсемпе, опека органӗпе, Ҫемье центрӗн представителӗсемпе пӗрле профилактика ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн профилактики енӗпе рейдсем ирттереҫҫӗ. Ҫав хушӑрах ку ӗҫре чи вӑйсӑр социаллӑ ушкӑнсем çине акцент тунӑ.
Калаҫура ҫынсене нумай ыйтусем тӑрӑх адреспа консультациленӗ, кӑмака ӑшӑтмалли тата электрооборудование эксплуатацилемелли правилӑсем ҫинчен ӑнлантару ӗҫӗсем ирттернӗ. Ку ӗҫе малашне те тӑсĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh