Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров январӗн 15-мӗшӗнче ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене хӑрушсӑрлӑх шыва кӗмелли вырăнсене йĕркелеме хушнӑ.
"Январӗн 19-мӗшӗнче пирӗн Турă шыва кӗнӗ уяв. Ҫынсем шыва кĕме каяҫҫӗ. Кашни муниципалитет пуҫлӑхӗ шыва кӗмелли вырӑнсене хӑй патӗнче палӑртма тивӗҫ. Эпир ун пек пӗр ҫул ҫеҫ ӗҫлеместпӗр. Эпӗ сире ӗҫлеме тытăннă кунранах кун ҫинчен калатӑп. Чи малтанах хӑрушсӑрлӑх та пултӑр, священниксем те пыма пултарччӑр тесе йӗркеллӗ условисем туса парӑр. Ку сирӗн яваплӑх зони", - тенӗ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.