Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Кӑрлач , 12:10

Турă шыва кӗнӗ кун хӑрушсӑр шыва кӗмелли правилӑсене аса илтеретпӗр

Пишпÿлек районӗнче шыва кӗмелли официаллӑ вырӑнсем Пишпÿлекри Сыпатăр ҫӑлкуҫ тата Пăслăкри Пысӑк ҫӑл.

Турă шыва кӗнӗ кун хӑрушсӑр шыва кӗмелли правилӑсене аса илтеретпӗр
Турă шыва кӗнӗ кун хӑрушсӑр шыва кӗмелли правилӑсене аса илтеретпӗр

Хатӗрлемен вырӑнсенче шыва кӗме юрамасть. Алкогольпе ӳсӗрле пӑрлӑ шыва кĕни юлашки пулма пултарать.

 

Эсир нумай пулмасть чирленӗ пулсан, кӑҫал шыва кĕмесен авантарах, пуҫ мимипе юн тымарĕсен чирӗсем пулсан вакка чӑмма хӑрушӑ. Пуçласа шыва кĕрекенсене пуҫӗпех шыва анма сӗнмеҫҫӗ, шывра пĕр минутран ытла мар пулма юрать.

 

Аманас мар тесе, хӑвӑрпа пӗрле яка мар, тăхăнма меллӗ кĕллеллĕ атӑ-пушмак илӗр. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн типӗ алшӑллипе шӑлӑнмалла, ӑшӑ тумтир тӑхӑнмалла. Ӑшӑ пӳлӗме кӗрсен вӗри чей ӗҫӗр.

 

Ан харсăрланăр! Сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр валли паян Пушкӑртстанра шыва кӗме ятарлӑ 96 вырӑн уҫма палӑртнӑ.

 

Пишпÿлек районӗнче шыва кӗмелли официаллӑ вырӑнсем Пишпÿлекри Сыпатăр ҫӑлкуҫ тата Пăслăкри Пысӑк ҫӑл.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

 

 

 

 

Турă шыва кӗнӗ кун хӑрушсӑр шыва кӗмелли правилӑсене аса илтеретпӗр
Турă шыва кӗнӗ кун хӑрушсӑр шыва кӗмелли правилӑсене аса илтеретпӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: