Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Нарӑсӑн , 10:37

Сыхланăр, мошенниксем!

  Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем те интернет-мошенниксенчен инкек куракансем пулса тӑраҫҫӗ.

Сыхланăр, мошенниксем!
Сыхланăр, мошенниксем!

 

Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем те интернет-мошенниксенчен инкек куракансем пулса тӑраҫҫӗ. 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, вӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсене 15 миллион тенкӗ ытла панӑ. Пушкӑртстанра пурӗ 3 миллиард тенкӗрен те пысӑкрах сиен кӳнӗ. Ҫак цифрӑсене Пишпӳлек районӗнчи предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ ПР МВД дежурнӑйӗн начальникӗ Владимир Волков пӗлтернӗ. Лару-тӑру ҫинчен, ҫавӑн пекех преступниксемпе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те ултавҫӑсен аллине лекес хӑрушлӑх патне илсе ҫитерме профилактика мерисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.

Пӗрремӗшӗ, смс-пӗлтерӳсенче ют ҫынсене кодсене ан пӗлтерӗр. Иккӗмӗшӗ, палламан номертен телефонпа кирек мӗнле шӑнкӑрав пулсан та асăрхануллă пулмалла. Ҫакӑн пек шăнкăрава хирӗҫ пачах ответлес пулмасть. Виҫҫӗмӗшӗ, эсир ҫапах та чӗнӗве хирӗҫ хуравларăр пулсан, астӑвӑр, мошенниксем час-часах банксен, патшалӑх организацийӗсен, право сыхлав органӗсен, ҫавӑн пекех вӑй тытӑмӗсен сотрудникӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек калаҫнӑ хушӑра эсир ҫак калаҫӑва тӳрех чарса лартсан авантарах пулӗ. Тӑваттӑмӗ, ку вӑл хӑвăра сыхламалли чи шанчӑклӑ меслет – палламан ҫынсемпе организацисене укҫа куҫармалла мар.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

Сыхланăр, мошенниксем!
Сыхланăр, мошенниксем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: