Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Мартӑн , 11:36

ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче "Тимлĕр, ачасем. Ҫурхи каникул" акци пуҫланнă.

ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ
ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче "Тимлĕр, ачасем. Ҫурхи каникул" акци пуҫланнă. Акци апрелӗн 7-мӗшӗччен иртет. Ҫурхи каникул умӗн Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн "Светофор" ЮИД 1-5-мĕш класс вӗренекенĕсем умӗнче тухса каланӑ. ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ. Ачасемпе тӗлпулӑва ГИБДД ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне пропагандӑлас енӗпе ӗҫлекен инспектор М.В. Вдовин пынӑ. Вӑл ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене, ҫурхи тапхӑрта ҫулсем ҫинче тата урамсенче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене тепӗр хут аса илтернӗ, ҫавӑн пекех ҫулталӑкри кирек хӑш вӑхӑтра та тӑхӑнмалли тумтир ҫинчи ҫутта хирӗҫле элементсем, вӗсемпе эпир талӑкри тӗттӗм вӑхӑтра автотранспорт водителӗсене курăнатпӑр-ҫке-ха, пулмаллине палăртнă. Ҫавӑн пекех пӑрлак ҫинчен, автомобиль тормоз ҫулӗ ҫинчен, автобус ҫине ларнӑ чухне чарӑнмалли вырӑнсенче хӑрушлӑхсем ҫинчен аса илтернӗ.

#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/bssh2

 

ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ
ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ
ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ
ЮИДовецсем ачасене ҫул-йӗр правилисем ҫинчен аса илтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: