Иртнӗ эрнере Пушкӑртра 99 техногенлӑ пушар пулса иртнӗ, вӗсенче 55 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР ЧС патшалăх комитечӗн ертӳҫи Кирилл Первов пӗлтернӗ.
"Шел те, пушарсенче пилӗк ҫын вилнĕ — Пишпÿлек, Калтасă тата Мечетлĕ районӗсенче", — пӗлтернӗ Кирилл Первов.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Мишкин районӗнче пушар пӗлтерӳҫине пула ултӑ ачаллӑ ҫемье — амӑшӗпе пилӗк ача — ҫӑлӑннӑ. Мини сирена парас программа пуҫланнӑранпа пурӗ 1112 ҫынна, вӗсенчен 427 ачана, ҫӑлса хӑварнӑ.
"Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пушарсенче вилнисен шучӗ 16% чакнӑ, ҫӑлӑннисен шучӗ 95% ӳснӗ", — тенӗ вӑл.