Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Апрелӗн , 12:08

Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле

Мероприяти вӗҫленнӗ май ҫул-йӗр правилисене пӗлмелле кӑна мар, инкек-синкекрен хӑтӑлас тесен, вӗсене пӑхӑнмалла тесе пӗтӗмлетӳ тунă.

Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле
Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле

"Тимлӗр – ачасем!" тӗллевлӗ профилактика акцийӗ шайӗнче Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн «Затейники» вӑтам ушкӑнӗнче "Хӑрушсӑрлӑх азбуки" мероприяти ачасем ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисен пӗлӗвне ҫирӗплетес тӗллевпе "Пирӗн туссем — ҫул паллисем" ирттернĕ. Ачасем сӗтел ҫинчи, сӑмахлӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ тата дидактика вӑййисене хавасланса вылянă, çул-йĕр правилисемпе тупмаллисен тупсӑмĕсене тупнă, ҫул ҫинчи тӗрлӗ лару-тӑрӑва сӳтсе явнă.

"Почемучки" ушкӑнра вара çул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх "Икӗ еннелле те ҫул ҫине пӑх" викторина-вӑйӑ ирттернӗ.

Ачасем хӑйсен пӗлӗвне ҫирӗплетнĕ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, хӗвӗсене пухнă, "Зебра" тата "Такси" эстафетӑлла вылянă.

Мероприяти вӗҫленнӗ май ҫул-йӗр правилисене пӗлмелле кӑна мар, инкек-синкекрен хӑтӑлас тесен, вӗсене пӑхӑнмалла тесе пӗтӗмлетӳ тунă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

 

 

Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле
Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле
Ача садĕнченех çул-йĕр правилисене пĕлмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: